Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑн-чӑн коммунист

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Леонид Кевер (Сильвестров) 21.12.2020 20:05 | 7696 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Политика

Валентин Шурчанова пуҫ тайни

 

Коммунизм пулмастех пуль ыран,

Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...

Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан

Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.

Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —

Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!

Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —

Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?

Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —

Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...

Эпир хамӑр та кӑшт атеист,

Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ?

Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май

Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ.

Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай,

Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ.

Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар —

Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр.

Ҫуркунне ҫав тӳрем урама

Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр?

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ҫухатусем, #РФКП, #сӑвӑсем, #политика, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Варык // 1726.84.3785
2020.12.29 16:28
Иванов Илле чăвашла калаҫман?!.Тен Лукиянов Николай Егорович ЧАП ертӳҫи те чăвашла калаҫман?. Менле намăс мар сана халăха суйма тата элек сарма!.
Agabazar // 2007.89.5973
2021.01.04 18:55
Agabazar
Юрий Яковлевăн çĕнĕ статйи пирки

Темшĕн Юрий Ваççилччă хăйĕн статйинче Шурчанов ятне пĕрре те асанман.

Куракова — асăннă, Марина Карягинана — асăннă.... Шурчанова вара асăнман.

Тата — «А. Дугин» текенскерне асăннă. Икĕ хут таран.

А мĕне кирлĕ чăваша вăл çын?

Ашшĕ унан КГБ генералĕ пулнă теççĕ (ну ку ытлашши нимех те пĕлтермест пуль-ха...)

Мĕне вĕрентме пултарать вăл чăваша? Ахăртнех, акăлчан чĕлхине пĕлесси енĕпе тĕслĕх пулма пултарать.

Ак çакăн пек унăн акăлчанла калаçăвĕ — https://www.youtube.com/watch?v=GGunRKWtWBs
2021.01.06 12:41
Аксар Чунтупай
Маттур, Леня! Çырма пĕлен эс... Поэзие чухлатăн... Анчах çак çын чăвашшăн тем пысăкăш капмар ĕçсем тунине ĕненме йывăртарах...Пысăк ĕçсене чиновник (тÿре-шара) мар, халăх тăвать...
Agabazar // 3170.1.8322
2021.01.06 15:59
Agabazar
Аксар, акă эсĕр, ахăртнех, пирĕн хальхи Олег Николаева, «сутăнчăк» тесе питлетĕр. Мĕншĕн-ха? Сăлтавĕ ансат — лешĕ, Аршиновапа пĕрле, законопроект тăратнă.

Çавна май хайхи «сутăнчăк» пулса тухнă.

Законопроекта хирĕççисем Мускаври Думăра икĕ çын тупăннă. Вĕсенчен пĕри — Шурчанов.

Вăт çак япалана эс, Аксар, капмар ĕç теме пултаратăн-и? Е Шурчанов та ыттисем пекех сасăланă пулсан аванччĕ? Э?
2021.01.07 20:50
Аксар Чунтупай
Agabazar, унăн хăтланăвĕ "бодался теленок с дубом" çеç пулса тухнă çав... Ыттисене ÿкĕтлесе мĕн те пулин тунă-и вăл?..
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.07 21:16
Agabazar
Эппин, ыттисем пекех алă тăратнă пулсан аван пулатчĕ? Эх, эсĕ те çав!

Эппин, кайса «ÿкĕтлесе» пăх-ха.

Путина кайса ÿкĕтле, ыттисене ÿкĕтле. Пуççап.

Ма ху ÿкĕтлеместĕн тата? Укĕтле! Урса кайса ÿкĕтле! Урса кайса пуççап!
2021.01.08 18:50
Аксар Чунтупай
Акапасар, «Кибербуллинг» сăмах хăшĕсемшĕн çĕнĕ пек туйăнать, ахăртнех, çапах ăна пула шар куракансен шучĕ пĕчĕкех мар. Çав йышра ачасем çеç мар, çитĕннисем те пур. Маларах асăннă саккун проекчĕ пирки унăн авторĕсенчен пĕри - Патшалăх Думин Информаци политики, информаци технологийĕсемпе çыхăну комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Боярский - пĕлтернĕ тăрăх, çак пуçару Раççей правишĕн çĕнĕ института - суд чарăвне - туса хурассипе те çыхăннă. Ют чĕлхерен кĕнĕ «буллинг» е «кибербуллинг» сăмах йышри пĕр çынна кÿрентерни, хурлани, хĕсĕрлени пулать.
<br>
2021.01.08 18:57
Аксар Чунтупай
Интернетпа усă куракансем скриншот мĕн иккенне пĕлеççĕ, анчах саккунсенче ун пек ăнлав çук. Çавăнпа суд скриншота чăнлăха ĕнентермелли япала пек йышăнтăр тесен ăна нотариус патĕнче çирĕплетмелле. Енчен те çын хăйне кÿрентерекене явап тыттарма пултарайсан штраф 3 пин тенкĕ таран пулать. Элек - ят-сума чакаракан суя информацие сарни, çакна судра ĕнентерме май килсен 500 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пулĕ.
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.08 22:10
Agabazar
Аксар Чунтапай, Шурчанов сан пирки элек сарнă-им хăçан та пулсан? Анчах эс ăна халь тин явап тыттараймастăн.
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.08 22:10
Agabazar
Шурчановсем мар Раççее тытса пыраççĕ.
Аксар Чунтупай // 1162.9.9000
2021-01-08 18:57 Интернетпа усă куракансем скриншот мĕн иккенне пĕлеççĕ, анчах саккунсенче ун пек ăнлав çук.
Анчах та саккунсенче «вещественное доказательство» ăнлав пур вĕт?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем