2012 ҫулта Владимир Путин Раҫҫейри шкулсенче пӗр ҫипуҫ кӗртес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе ямалли ҫинчен калаҫсанах вырӑнти влаҫсем хушшинче тӳррех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Шкул тумтирӗн ятарлӑ проект саккуннӗ Патшалах думине те кӗртнӗ иккен. Паянхи куна пирӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» ятарлӑ хатӗрленӗ проектра та шкул вӗренекенӗсен тумтирсен пӗрлӗхӗ ҫинчен сӑмах пырать.
Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проекчӗпе килешӳллӗн шкул тумтирӗсен тӗсӗпе ӗлкине суйласси шкулсенченех килет. Ҫав хушӑрӑх асӑннӑ суйлав шкул ачисен амӑшӗпе ашшӗсен шухӑшӗпе килешӳллӗ пулмалла.
Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх ятарлӑ пӗр тумтире шкулсенче кӗртни ачасем хушшинчи танмарлӑха пӗтерет, амӑшӗпе ашшӗсене те укҫа-тенкӗ енчен самаях тӑкак кӳрекен йывӑрлӑхран ҫӑмӑллатать. Шкула яма кашнинче тем тӗрлӗ ҫипуҫ туяниччен ачана шкулӑн пӗрлӗхлӗ тумтирӗпе ҫӳретсен лайӑх пулӗ.
Анчах та кӗртме паллӑртнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе пӗрлӗхлӗ шкул форми тем тесен те шкулсенчи ҫитменлӗхсене кӗҫ-вӗҫ пӗтереймест, социаллӑ танмарлӑха та тумтир айӗнче пытарма пултараймаҫҫӗ. Ҫапах ҫӗнӗ саккунпа килӗшекенсен йышӗ те ҫителӗклӗ, вӗсен шухӑшӗпе ачасен шкула «тумтир ӑмӑртӑвне» хутшӑнма мар, пӗлӳ илме килмелле. Ҫавӑнпа та пӗрлӗх тумтирӗ шкул ачисене вӗренес туртӑма пысӑклатма пултарӗ.
Шкул тумтирӗн ыйтӑвӗ тавра пуҫа ватма нумай шухӑшлама пулать. Ҫӗнӗ улшӑнусемпе ҫӗнӗ кӑлтӑксем те сиксе тухӗҫ. Ҫавах пӗрлӗх шкул тумтирне тепӗр хут чӗртсе ярас ӗҫӗн усси нумайрах пулӗ тесе шанас килет.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.04.29 12:59 | |
Ман шутпа, Чăвашри шкул ачин тумтирĕнче чăваш эрешĕсем (нумай мар) пулмалла. |