Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ пулнӑ Иван Моторина водитель прависӗр хӑварма пултарӗҫ. Ӑна руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскере правсӑр хӑварас хӑрушлӑх пур тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлеме тивӗ. Республикӑн Правительствинче ӗҫленӗ чух Иван Моторин ҫул-йӗр правилине пӑсакансемпе кӗрешекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелесе пынӑ.
Иван Моторин пӑтӑрмаха 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ. Шупашкарти Энгельс-Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте «Nissan Pathfinder» автомобиль сылтӑмалла пӑрӑннӑ чух ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Руль умӗнче пулнӑ Иван Моторина пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайсан экс-пуҫлӑх эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫула тухнине палӑртнӑ.