Ӗнер Шупашкарта вун-вун ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем управляющи компанине шӑнкӑравласа ҫитеймен.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра Эгер бульварӗнче, Хевеш урамӗнче тата Мир проспектӗнче пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Урамра чарӑнусенчи информаци хӑмисем те, юпасем ҫинчи хунарсем те ӗҫлемен. Мӗн пулнӑ? Ку ыйту ҫутӑсӑр юлнӑ ҫынсене те пӑшӑрхантарнӑ.
17 сехетсенче майӗпен ҫуртсене ҫутӑ пама тытӑннӑ. Мӗн пулса иртни пирки хальлӗхе пӗлеймерӗмӗр.