Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Сурхурие кӑҫал кафере палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.01.2021 18:54 | 1555 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Сурхурине уявланӑ Кафе
Сурхурине уявланӑ Кафе

Тимӗр Тяпкин тата ыттисем йӗркелекен Сурхури уявне кӑҫал «Кафе»-ре палӑртнӑ. Ку уява чӑваш хастарӗсем ҫулсерен «Ҫӑлкуҫра» пухӑнса палӑртатчӗҫ. Кӑҫал вырӑнӗ улшӑнмарӗ, анчах кафе хӑйӗн ятне ҫухатни паллӑ пулчӗ. Енчен те малтан алӑк тӑрринче «Ҫӑлкуҫ» тесе ҫырни пурччӗ пулсан, халь вара «Кафе» тени ҫеҫ ҫутатса тӑрать.

Кӑшӑлвирус алхаснӑран пухӑннисен йышӗ пысӑках пулмарӗ. Ҫапах та ҫӗнӗ ҫынсем те пулчӗҫ — ку вӑл Мальвина Петровӑна Олеся Руссакова. Вӗсем малтан наци телекуравӗнче ӗҫленӗччӗ, халь Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне уява кашни ҫул килекен Вера Афанасьева (Вера аппа) та ҫитнӗччӗ. Вӑл, 88 ҫула ҫитсе пырать пулин те, уява халӑх юррисемпе пуянлатрӗ, тӗрлӗ такмаксемпе савӑнтарчӗ.

Сурхури уявне уҫма ку хутӗнче Праски Виттине шанса пачӗҫ. Кайран, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Алран кайми аки-сухине» юрларӗҫ. Уява пынисене мӑйӑрпа, килте пӗҫернӗ кукӑльпа, пӑрҫапа хӑналарӗҫ. Тимӗр Тяпкин ятарласа чӑваш апатне, шӳрпе, хатӗрленӗ. Кафе хуҫисем улшӑннӑ пулин те вӑл ку апатпа хӑналама май тупрӗ.

Сӑмах май, тӑватӑ ҫул каялла, 2017 ҫулта, Сурхурие уявлама Олег Николаев та пынӑччӗ. Кӑҫал вӑл пулмарӗ.

#уявсем, #чӑвашлӑх, #Сурхури, #культура

 

Сӑнсем (39)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 1843.57.9758
2021.01.07 19:31
Сурхури уяв ячепе, туссем!
1. Ике чаваш пики хитре!
2. "Салкус" кафе йеркелекенсем чаваш семье Пчелкинсем пулчес. Хале хусасем улшанчес-и? Кам весем?
Тимер // 9921.6.9146
2021.01.08 09:58
Кафе хуçисем улшăнсах пĕтмен ха.Пире вара Ҫӑлкуҫра тарават кĕтсе илеççĕ.Ку хутĕнче те пулăшнăшан кафе ĕçченĕсене конгресс ячĕпе тав тăватпăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем