Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗнче Элтепере суйларӑмӑр. Раштав уйӑхӗнче следовательсем Патӑрьел районӗнчи 303-мӗш суйлав участокӗн экс-председателӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫын суйлавҫӑсен списокне тата бюллетеньсене суя хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех суйлавҫӑсен шутне тӗрӗс мар шутланӑ. Сӑмах май, 303-мӗш суйлав участокӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: суйлав иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енре Тӗп суйлав комиссийӗ йӗрке хуралҫисене пулӑшса пынине пӗлтернӗ.