Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Атӑл юханшывӗн ҫӗнӗ «хӑнисем» — 15 000 ҫӗкӗ пулли

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 08.05.2013 00:27 | 1146 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Шупашкар ГЭСӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче 15 пин ҫӗкӗ пуллине ӗрчетес тӗллевпе Атӑла янӑ. Ҫак асӑннӑ паха ӗҫе халӑхсем хушшинче иртекен «Волжские встречи — 24» (чӑв. «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗсем — 24») ҫамрӑксен МИХ фестивальне пуҫтарӑннӑ пулас ҫамрӑк корресподентсем тата Раҫҫейри, ют ҫӗршывран килнӗ редакцисен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль хӑнисене республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин саламларӗ.

Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствинче паллӑртса хӑварнӑ тӑрӑх хӗрле кӗнекене кӗртнӗ ҫӗкӗсене Атӑла ярасси чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ. Ҫӗкӗ ерчетесси ҫут ҫанталӑкшӑн та усӑ пулӗ. Ҫӗкӗ пуллисене шыва чи малтан ачасем яни те пӗлтерӗшлӗ ӗнтӗ.

Анчах ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх ирӗкӗ яриччен виҫӗ уйӑх ҫитӗнтернӗ ҫӗкӗ пуллисен темиҫе пайӗ вилнӗ иккен, хырӑмӗсемпе ҫиелле тухса выртнӑ. «Ку ҫыран хӗрринче шыв хӑйӑрлӑран, таса маррипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв варринелех пулӑсене янӑ пулсан, тен, ҫиелле тухса выртакансем сахал пулӗччӗҫ?» — пӗлтереҫҫӗ хӑйсен шухӑшӗсене ҫак пулӑма сӑнакансем.

Апла пулин те ҫу уйӑхӗ ҫавӑн йышши пархатарлӑ, экологишӗн усӑллӑ ӗҫсемпе пуҫланни савӑнтарать, малашне те кун йышши акцисем тӑсӑласса шанас килет.

#Шупашкар, #Атал, #ҫутҫанталӑк

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62605.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем