Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ.
Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер.