Шупашкартан кӑҫал ҫӗнӗ авиарейссем уҫасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗччӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ИрАэро» авиакомпани йӗркелекен ҫӗнӗ рейссем валли вӑхӑт малтанласа палӑртнӑ ӗнтӗ.
Патшалӑх субсидилекен программӑна Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисем кӗнӗ.
Самолетсем пуш уйӑхн 3-мӗшӗнче вӗҫме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ Уренгойран Шупашкара юнкунсерен 11 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Минеральные Воды хулана 12 сехет те 20 минтура кунтан вӗҫсе кайса унта 17 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Краснодара 18 сехет те 20 минутра вӗҫсе каймалла.
Кӗҫнерникунсерен Краснодартан 8 сехет те 40 минутра Шупашкара вӗҫсе каймалла, Ҫӗнӗ Уренгоя пирӗн патран кӗҫнерникунсерен 9 сехет те 40 имнутра хускалмалла.
Пассадирсене 103 пассажир вырӑнӗлӗх «Сухой Суперджет 100» самолет турттарӗ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма пуҫлӗҫ. Билет хакне республика хыснинчен 25 процентран пуҫласа 61 процент таран (вӑл самолет ӑҫта вӗҫнинчен килет) саплаштарӗҫ.
Расписанире улшӑну пулма пултарать.