Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.05.2013 10:12 | 2355 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.

Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ — ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн хӳхӗм ҫӗрӗн 208 пин ытла харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман — ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.

Кашни ҫулах Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗршывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир — халӑхӑн тӗп хӑвачӗ!

Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин М.Игнатьев

#саламсем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем