Тин кӑна шартлама сивӗччӗ. Кӗҫех ав ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн юлашки 10 кунӗ нормӑран 8 градус ӑшӑрах пулӗ. Республикӑра вӑтамран 5-6 градус сивӗ тӑрӗ.
Вырсарникун термометр «плюс» кӑтартӗ. Кӑрлачӑн 23-24-мӗшӗсенче 85 ҫул пулман рекорд кӗтет: 3 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр, юр ҫума пултарӗ.
Ыран юр ҫӑвӗ, 5 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун хӗвел тухӗ, ҫавӑнпа ҫуркунне пекех туйӑнӗ. Ытларикун майӗпен сивӗтме тытӑнӗ. Юнкун-кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ. Вӑл йӗпе пулӗ. Эппин, юр кӗлетке те тума май килӗ.
Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк нарӑсӑн иккӗмӗш декадинче ҫеҫ килӗ.