Шупашкар хулинче пурӑнакансене ҫул-йӗр тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр картишне тасатса тӑрасси тата транспорт епле ӗҫлени пӑшӑрхантарать. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл регион управленийӗн центрӗнче пулнӑ. Асӑннӑ центр ҫынсен пӑшӑрханӑвне вӑхӑтра шута илессипе ӗҫлет. Асӑннӑ центра ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кашни регионтах пӗлтӗр йӗркелерӗҫ.
«Хӗрӳ» темӑсене тӗрӗслесех, лару-тӑрӑва пӗлсе тӑратпӑр. Сӑмахран, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче центра пынӑ ҫырусенчен 50 ытла проценчӗ — Шупашкартан. Кунта халӑх йышлӑран ҫавӑн сӑлтавне ӑнланма пулать. Чи ҫивӗч ыйтусен шутӗнче — урамсемпе картишсенчи юра вӑхӑтра тасатасси, халӑха турттаракан тарнсрт епле ӗҫлени», — тесе пӗлтернӗ Алексей Ладыков Фейсбукра.
Ыйтӑва хуравлама вӑтамран 3 сехет те 39 минут иртет иккен.