Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑрта республикӑра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Халӑх итлевне хула администрацийӗн пысӑк залӗнче ирттерме йышӑннӑ.
Улатӑрсем хыҫҫӑн итлеве ытти муниципалитетра та йӗркелеме палӑртнӑ. Пухусене икӗ эрнере ирттерсе пӗтермелле.
Кунта сӑмах муниципалитет пӗрлешӗвӗн тата муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗр ҫын пурнӑҫласси пирки пырать. Тата уҫӑмлӑрах ӑнлантарсан, хальхи вӑхӑтра районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем (вӗсене сити-менеджер та тетпӗр) тата районсемпе хуласен — Депутатсен пухӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пур. Икӗ ҫын вырӑнне пӗрне ҫеҫ хӑварасшӑн тата вӗсене халӑхпа суйласшӑн.
Асӑннӑ ыйтӑва пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн Общество палатинчи «ҫавра сӗтелте» тишкернӗ. Унтисем халӑхпа сӳтсе явсан тӗрӗс тесе йышӑннӑ. Ку шухӑшах республика Элтеперӗ Олег Николаев та палӑртнӑччӗ.