Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑнӑ. Хӑй вара ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе укҫа ӗҫлесе илнӗ.
Хайхискер Канашра Раҫҫей чукун ҫулӗн филиалӗнче тӑрӑшнӑ, пӳлӗмсене тирпейленӗ, ҫунӑ. Куншӑн ӑна укҫа тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑрса тӑватӑ уйӑх пособи илнӗ.
Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 24 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна кӗҫех Канашри миравай суд пахса тухӗ.