Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.