Тӳре-шара «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеме пуҫланин уссине ахаль ҫынсем туйма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Унӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — килен-каянӑн пӗр-пӗр ӗҫпе вун-вун кантур тӑрӑх хутлама тивменни.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта кӑна асӑннӑ майпа Чӑваш Енри 58 пин ҫын усӑ курнӑ. Заявленисене харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлакан ятарлӑ центрсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар йышши пысӑк хуласенче кӑна мар, районсенче те ӗҫлеҫҫӗ, хальлӗхе ҫук ҫӗрте вара ҫине тӑрсах уҫаҫҫӗ.