Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Шупашкарти ача пахчисенче чӑвашла вӗрентеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.02.2021 19:58 | 1445 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентнине пӗлтерекен хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» (чӑв. Чӑваш Ен культура эткерлӗхне тӑрӑшса тата перекетлӗн упратпӑр) муниципалитет проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри паллӑ ҫынсене, хулапа тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Ачасене музейсене илсе каяҫҫӗ, пӗчӗкскерсем валли Чӑваш чӗлхи кунӗсем, фестивальсем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.

Хулари ача пахчисенче тӗрлӗ чӗлхене, ҫав шутра чӑвашла та, вӗрентекен лингвистика пӳлӗмӗсем ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарти 15 ача пахчи «Родной язык — язык матери» (чӑв. Тӑван челхе — анне чӗлхи) республика проекчӗ пурнӑҫланать-мӗн.

«Онлайн ача пахчи» проектпа килӗшӳллӗн педагогсем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли видеоуроксем ирттереҫҫӗ.

#вӗренӳ, #ачасем, #Шупашкар, #ача пахчисем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 4091.56.5918
2021.02.02 20:16
Хӑш-пӗр шкулсенче ачасем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Нушаланаҫҫӗ
Микула // 9259.3.8429
2021.02.03 06:11
Кун пек "отписка" хулара пурӑнакан чӑвашсене улталама тӑрӑшни кӑна. Хут ҫинче вӗсен яланах пурте аван. Пире "ҫав шутра чӑвашла та " тесе калани кирлӗ мар. Чӑваш ачисене "чӑваш чӗлхипе ӳстермелли ача сачӗсем " кирлӗ. Кунӗсемпе тата фестивальсемпе анчах ачасене чӑвашла вӗрентеймӗр. Администрацинче пӗлмеҫҫӗ пулсан Хусана кайса "тутар чӗлхипе ӳстермелли ача сачӗсене" кайса курччӑр. Улталаса ятне анчах тӑвасшӑн пулсан теприсене тупӑпӑр. Чӑвашла вӗренмелли майсем хуласенчи пур ача пахчисенче те пулмалла. С чувашским языком воспитания тенисем чӑвашсемпе тан пулмалла .
Патмар Эдисон Иванович // 1117.29.8489
2021.02.03 06:32
Ҫавӑн пек ҫырнипе кама улталатпӑр? Хамӑра кӑна.
Agabazar // 5843.4.6471
2021.02.05 00:44
Agabazar
Вырăсла пĕлменни — начар япала мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем