Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнче овчарка хуҫине тӑваттӑмӗш кун кӗтет. Ял халӑхӗ уншӑн пӑшӑрханать.
Йытӑ начарланса кайнӑ, пластик кӗленче кӑшлама тытӑннӑ. Овчарка паянхи кун та хуҫине кӗтет, ниҫта та каймасть. Анчах ҫынсене те хӑйӗн патне пыртармасть. Ҫынсем ӑна ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах патне пыма хӑраҫҫӗ.
«Ахӑртнех, хуҫи таҫта кайнӑ. Йытта питӗ шел, питӗ начарланнӑ. Ахӑртнех, ӑна кӳршӗ ялтисем килсе янӑ», - тенӗ ял ҫынни. Вырӑнти халӑх хӑйсен хушшинче ӑна «Ковалинский Хатико» ят панӑ. Вӗсем йытӑн хуҫи тупӑнасса шанаҫҫӗ. Унчченхиех пулӗ-и вӑл е ҫӗнни-и – пӗлтерӗшлӗ мар.