Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 5 ҫулхи хӗр пӗрчи икӗ ачана инкекрен хӑтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 12.05.2013 14:05 | 1845 хут пӑхнӑ
Юля Андреева
Юля Андреева

Паттӑр ӗҫсене тума аслисем кӑна мар пултараҫҫӗ, пӗчӗк шӑпӑрлансен те чунӗсенче хӑюллӑх туйӑмӗ пур имӗш. Ҫакна 5 ҫулхи Юля Андреева хӑйӗн паха ӗҫӗпе йӑлтах ҫирӗплетсе пачӗ.

Ачалӑх вӑхӑчӗ яланах кӑткӑс, тӗрлӗрен пӑтӑрмахсемпе асра юлать. Шӑп та ҫав тӗрлӗ енлӗ пулӑмсене, инкексене ачасем хӑйсен аллисемпех нумай чухне тӑваҫҫӗ. «Чару ҫимӗҫ яланах пылаклӑрах» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ ваттисем. Ҫав «пылак ҫимӗҫе» тутанас тӗллевсемпех пулмалла 8 ҫулхи Алексей Абужаровпа 5 ҫулхи Кирилл Васильев Урет юханшыв тӑрӑх юхакан пӑр лаптӑкӗ ҫинче ярӑнма шут тытнӑ. Паллах, йывӑрӑша чӑтаймасӑр арҫын ачасен ура айӗнчи пӑр вакланса-пайланса кайнӑ, ачасем самантрах сивӗ шыв ытамне лекнӗ.

Шыв юххи ачасене юханшывпа кӳле пайлакан чикене илсе ҫитернӗ. Алексейпа Кирилл пур-ҫук вӑйпа пӗренерен ҫакланса юлма ӗлкернӗ, анчах авӑр вӑйӗ ачасене хӑйӗн патне туртнӑ. Вӑйлӑ шыв юхӑвӗ пӗренерен ачасен ҫипуҫӗпе, пушмакӗсене хывма тытӑннӑ. Инкеке лекнӗ ачасен вӑйӗ пулӑшу ыйтма те юлман.

Тура шӗкӗр, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗрринче инҫех мар путакан арҫын ачасене паллакан, 5 ҫулхи Юля Андреева уҫӑлса ҫӳренӗ. Инкеке лекнӗ ачасене асӑрхасан хӗрача тӳрех аслисем патне пулӑшу ыйтма чупнӑ.

— Лере арҫын ачасем путаҫҫӗ, вӗсене пулӑшу кирлӗ! — кӑшкӑрнӑ пӗчӗк Юля аслисене курсан.

Арҫынсем хӑйсем патне чупса пынӑ пӗчӗк хӗр сӑмахӗсене тӳррех ӑнкарса илмен. Хӗрӗн хӑюллӑхӗ тата путакансене тархасласа ыйтни ҫеҫ арҫынсене Юльӑн сӑмахӗсем чӑн пулнине ӗнентернӗ. Ҫыран патне чупса ҫитсессӗн арҫынсем шывра путакан ачасене асӑрханӑ, тӳрех пулӑшу кӳме васканӑ.

Ҫӑлнӑ икӗ арҫын ачана васкавлӑ пулӑшу машини Шихазан пульницине леҫнӗ. Тухтӑрсем 8 ҫулхи Алексей Абужарова пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫын ачана киле янӑ. 5 ҫулхи Кирилл Васильева вара киле яма васкаман, арҫын ача хӑйӗн ҫулӗсене пула вӑйлӑ пӑлханнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вӑхӑтлӑха больницӑна хӑварма шутланӑ тухтӑрсем.

Ҫапла вара пӗчӗк хӗр пӗрчи икӗ ача пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Хӑйӗн паха ӗҫӗпе Юля ватти-вӗттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартрӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Канаш районӗ, #Шӑхасан, #шыв

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62687.html
 

Комментари:

Игорь Сайман // 1333.23.5719
2013.05.12 17:28
Хĕр пĕрчи? Тен, хĕрача? Хĕр пĕрчи=Девушка-подросток.(Пĕр 12-17 çулсенче).
Галина Зотова // 3234.97.8505
2013.05.12 21:40
Эпĕ те пĕчĕк хĕрачасене юратса хĕр пĕрчи тесе чĕнетĕп. Хаçатра вуланăччĕ-ха:пĕчĕк Юля ачасем путнине курса пулăшу ыйтма чупнине.Маттур,Юлечка!
Игорь Сайман // 3457.38.7437
2013.05.13 16:54
Паллă ĕнтĕ, тепĕр чухне 3-4 çулхи шĕвĕре те (арачана) йĕкĕт е каччă тетпĕр ав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем