Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Сумлӑ ҫынна – сумлӑ награда

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.02.2021 20:49 | 2728 хут пӑхнӑ
Персона
Тимӗр Тяпкинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Тимӗр Тяпкинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.

Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.

#чыславсем, #Культура министерстви, #ваттисем, #ят-сум

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хула ачи // 1726.84.3785
2021.02.27 13:24
60 ҫулта е 70 те памалла пулнӑ ӗнтӗ орденне.Юратмасть ҫав власть Станьял пеккисене.Халӑх - юратать.
Agabazar // 1269.40.9945
2021.02.28 01:24
Agabazar
"Халăх" текенни эсĕ-и вара вăл.
Микула // 9259.3.8429
2021.02.28 10:00
Орденне панӑ пулсан юрататех пулӗ? Шелемелле мар ӗнте медальсемпе орденсене. Суйлав ҫул влаҫрисен мӗнле те пулсан "тимлӗх" тенине кӑтартмаллах. "Республика умӗнче" тенине мӗнлерех ӑнланмалла пирӗн ? Министрсене маларах юрамалла.е халӑха ? Влаҫрисене критиклесен орденсемпе медальсем илме "тивӗҫсӗр" тӳрех пулса тӑран ? Кртитклемесен "тивӗҫлӗ" ? Ытти кирлех те мар ?
Мораль кунта орден мар паллах. Мораль- орденсне илеҫҫех пулсан пирӗн, чӑвашсен, пӗтӗмпех йӗркеллӗ темелле. Ҫук ҫав. Орденнӗсене илнех пулсан ,вӗсемпе пӗр урапа ҫинчех пулнӑ эсир тесе калам а пултарӗҫ ҫитӗнсе пыракан чӑвашсем? Вӗсен кумирӗсем пачах урӑххисем пулӗҫ,паянхи орденоносецсем мар ?
Валери // 3082.6.1205
2021.02.28 11:31
Мӗн ӗҫӗпе палӑрчӗ ха вӑл?Аса илтерсемӗр
Евгений Мадуров // 7267-7035
2021.02.28 20:28
Виталий Петрович пĕр Чăваш Республикишĕн кăна мар, мĕнпур чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшать, сумлă та хисеплĕ ĕçсем тăвать. Кунашкаллине анчах мар, унтан та чаплăрах наградăсене, тава тивĕçлĕ хиселĕ ятсене вăл элле тахçанах тивĕçлĕ!
Хула ачи // 1726.84.3785
2021.03.01 10:33
микула ҫывӑраймасть хӑйне мар такама чысланӑшӑн
2021.03.02 21:46
Саламлатӑп, Виталий Петрович! Кунашкал сумлӑ наградӑсен шайне ЭСИР тахҫанах иртсе кайнӑ. Станьял яланах хамӑр халӑхпа яланах пӗрле!




2021.03.02 21:50
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Микула // 9259.3.8429
2021.03.03 18:29
Кунта тавлашмалли те ,мухтанмалли те пӗр тӗпчӗм те ҫук. Пӗр энпе халӑх тепӗр енӗпе чӗлхене "вӑйпа вӗрентмелле маррисем " майлӑ пулнине ниепле те ӑнланаймӗ ҫитӗнсе пыракан ӑру. Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем паян кун та ҫукки сирӗн ӗҫӗрсене питӗ аван кӑтартса парать. Орденосецсем пур ,ачасем валли тӑван чӗлхепе вӗрентмелли майсем ҫук. Халӑхшӑн ӗҫлекеннисене кун пирки аса илтерсенех орден ҫук? Садиксемсӗрех ,шкулсемсӗрех тесен пур? Ыйтас килет ӑҫа ку ҫыхӑра халӑх ?
Микула // 9259.3.8429
2021.03.03 18:40
Хула ачи, Микула сана тивӗҫлӗ мар тесе каламан . Тивӗҫлӗ,анчах та паянхи орденпа виҫмелле мар . Мораль пачах урӑххинче. Ӳнӗҫтермелле мар хӑвӑра. Ҫӳллерех пулмалла ,орденсем шайне анса лармалла мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем