Социаллӑ пулӑшу илекенсен тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем пӗр вӑхӑтра хутсемпе пӑрахнӑччӗ. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ӑна хушма хутсем тӑратмасӑр, заявлени ҫырмасӑр паратчӗҫ. Халӗ йӗрке улшӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
«Сахал тупӑшлӑ ҫемьесене 6 уйӑхлӑха шута илеҫҫӗ. Регистраци вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӗҫленнисен тӳлеве малашне те илес тесен кирлӗ хутсене ҫӗнӗрен пухмалла, заявлени ҫырмалла», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова брифингра.
Пӗрремӗш ачашӑн федераци бюджетӗнчен паракан тӳлеве ҫулталӑклӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӳлев вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тухнисен заявление ҫӗнӗрен шӑрҫалама тивӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн уйӑракан субсидие 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тивӗҫнисене тата тепӗр 6 уйӑхлӑха тӑсса парӗҫ. Уншӑн таҫта кайса хут ҫырма кирлӗ мар.