Пуш уйӑхӗ мӗнлерех килӗ? Пушӑн 2-мӗшӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чи ӑшӑ кун пулнӑ.
Кӗҫех унашкал кунсем нумайланӗҫ. Термометр ӑшӑрах та ӑшӑрах кӑтартма тытӑнӗ, юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах пӑртак кӗтмелле – уйӑхӑн пӗрремӗш декади хӗл евӗрех пулӗ.
Эрне вӗҫӗнче юр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ – 10-15 градус пулӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче каҫхине тата тунтикун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Пушӑн 11-мӗшӗнче сивӗтӗ – 20-25 граду таранах пулӗ. Вара тинех унашкал сивӗсем вӗҫленӗҫ.
Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра кӑнтӑрла – 5 градус, ҫӗрле 12 градус сивӗ пулӗ.
Кӑҫал юр часах каймӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗ сивӗрех пулӗ.