Пушӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан42 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хайхи хӗрарӑм 2019 ҫулта брокер команийӗн счечӗ ҫине 400 пин тенкӗ куҫарнӑ, криптовалюта курсӗнчен тупӑш илме ӗмӗтленнӗ. Пӗлтӗр ҫавнашкал тепӗр фирма счечӗ ҫине 7 пин тенкӗ хунӑ. Анчах хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрайман.
Нумаях пулмасть ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер унта хывнӑ укҫана тавӑрма пулӑшать-мӗн. Вӑл пулӑшма шантарнӑ, анчах хывнӑ укҫан10 процентне ыйтнӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Арҫын вара ултавҫӑ пулнӑ.
Ҫав арҫынна вӑл 325 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем ӑна унӑн счечӗ ҫинче 600 пин тенкӗ ытла пулнине ӗнентернӗ. Укҫана каялла илес тесен каллех нухрат хывмалла-мӗн. Хӗрарӑм амӑшӗнчен 250 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл ултавҫа 564 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн ҫеҫ тӗнче тетелне кӗрсе ҫак компани пирки вуласа пӗлнӗ. Вара тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.