Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.03.2021 19:09 | 3483 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Вӗсем – олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Раҫҫей командине ҫавӑн пекех Анастасия Таталина (Мускав) тата Дмитрий Макаров (Красноярск тӑрӑхӗ) кӗнӗ.

Фристайлӑн «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинисенчи ӑмӑртӑвӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пуш уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. «Слоуп-стайл» квалификацийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ, 13-мӗшӗнче финал пулӗ. «Биг-эйр» дисциплинипе квалификаци пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, финал – 16-мӗшӗнче.

Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна ыран ҫеҫ тухса кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнаймӗҫ.

#фристайл, #ӑмӑртусем, #АПШ, #спортсменсем, #спорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3862.65.8534
2021.03.09 19:16
Agabazar
Мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ пуль пирӗн, ҫав вӑхӑтрах «воспитанник» тенине тӗрӗс ҫавӑрттарса хума хӑват ҫитмест.
Agabazar // 3862.65.8534
2021.03.09 19:28
Agabazar
«Воспитанник» чăвашла «витерĕннĕскер» пулать.

Паллах, вăрăмрах. Анчах та, час-час усă курманнине шута илсен, каять.
Agabazar // 3862.65.8534
2021.03.09 19:37
Agabazar
Е витерĕнĕш темелле-ши? Витерĕневçĕ? Апла та, капла та пулать.
Агабазар мар // 3000.76.3861
2021.03.10 16:22
Воспитанник кунта - вĕренекен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем