Шупашкарта 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе маршрута тӑсман-ха, мӗншӗн тесен Чӑваш Ене автономлӑ мелпе ҫӳрекен автобуссем ҫитеймен.
Вӗсене, пӗтӗмпе 68 троллейбус, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсе килессе кӗтнӗ. Анчах пандемие пула палӑртнӑ вӑхӑта илсе ҫитереймен. Ҫавна май савутпа хушма килӗшӳ тунӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле.
«Эпир троллейбуссем акан 1-мӗшӗ тӗлне ҫитессе шанатпӑр. Ака уйӑхӗнче транспортӑн лини ҫине тухмалла», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер халӑх тетелӗсенче ирттернӗ тӳрӗ линире.
Сӑах май, ҫак кунсенче Чӑваш Ене ҫӗнӗ троллейбуссем килнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ рейса тухнӑ ӗнтӗ.