Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «СУ-56» предприятин тавӑҫне пӑхса тухса пӗр пайне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Асӑннӑ организаци «Сычуань-Чувашия агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ.
Элӗк районӗнчи предприяти тавӑҫра 5,3 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Суд 1 миллион та 566 пин тенке неустойка евӗр шыраса пама килӗшнӗ.
Асӑннӑ организаци Пӑрачкав районӗнчи йывӑҫ-тӗмлӗ ҫӗрсене тасатса пулӑшнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл подрядчик евӗр пурнӑҫланӑ. Маларах вӑл «Сычуань-Чувашия» предприятирен 25 миллион тенкӗ шыраса илме пултарнӑ.