Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Культура ӗҫченӗсен кунне уявланӑ май чӑвашла пӗр сӑмах та янраманшӑн Валерий Туркай Элтепер патне ҫырупа тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 26.03.2021 17:14 | 3382 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патне ҫырупа тухнӑ (пирӗн редакцире пур) — вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ уявра чӑваш чӗлхи янраманнишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.

«Мана тата театра пухӑннӑ ытти нумай сумлӑ ҫына ӗнерхи «уявра» МӖН тӗлӗнтерчӗ те чунран тарӑхтарчӗ-ха?.. «Уявӑн» пӗрремӗш, официаллӑ, пайӗнче Чӑваш Сӑмахӗ пачах та янӑраманни тата сценӑна илемлетнӗ чух Чӑваш Чӗлхипе пачах та усӑ курманни!» — ҫырнӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче Валери Туркай. Чӑваш Енӗн культура министрӗ те, финанс министрӗ те, Патшалӑх Канашӗнче килнӗ Рафинов та хӑйсен сӑмахӗсене каланӑ чухне чӑвашла пӗр сӑмах та каламанни пирки пӑшӑрханать ҫыру авторӗ.

Валери Туркай шучӗпе чӑваш чӗлхине хисеп туманни Светлана Каликовӑпа ҫыхӑнӑ. «Ман шутпа, С.А. Каликова хӑйӗн пуканӗ ҫинче лармасть», — пӗтӗмлетнӗ Валери Туркай хӑйӗн ҫырӑвне.

#оперӑпа балет театрӗ, #культура, #Элтепер, #ҫырусем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 2957.97.3023
2021.03.26 20:55
Каликова пирки нимӗн те пӗлместӗп,анчах та мӗн тӗлӗнмелли? Кашни утӑмрах ҫавӑн пек. Халӑхӑн тӑван чӗлхине "хош вӗрен ,хош ан вӗрен" тунӑ хыҫҫӑн пушшех . Хӑш чиновникне паян чӑваш чӗлхи кирлӗ ? Калӑр,пӗлетӗр пулсан ? Суйлав умӗн пӗлнӗ пек тӑвӗҫ те каллех манса кайӗҫ? Байден патне ,тепрехинче ҫырӑр, тен "резонанс" пулӗ ? Кун пек ҫырупа чӑннипе каласан халӑх патне тухаҫҫӗ, Ырӑ улшӑнусем кӗтсе ларсах хулари шкулсем чӑваш чӗлхисӗр? Халӑхӗ чӑннипех курать,анчах та халлӗхе кирлӗ пек хак параймаҫ пулмалла ? Мӗн калас ? Тепри пулсан тен виҫ сӑмах та пуллин сцена ҫинчен чӑвашла каланӑ пулӗччӗ? Тен теприсене персонально унтан ырлӑх пулнӑ пулӗччӗ ? Ҫавӑ кӑна. Петрова Сидоровпа ылмаштарнинче мар сӑлтавӗ.
Микула // 2957.97.3023
2021.03.26 22:12
Юмах каласа парам. Паян кӑна илтрӗм. Пӗри ҫапла салтакран(80 ҫулсенче) яла килсен чӑвашла пачах та калаҫма пӑрахнӑ тет. Пуринпе те вырӑсла кӑна. Лавкана кӗрсен жалба кӗнекинче те вырӑсла ҫырса "старшина" такой то тесе алӑ пуснӑ тет. Кулӑшла паллах. Мӗн тунӑ тетӗр юлташӗсем ? Тытнӑ та тюпкелеме тытӑннӑ пӗре ҫапла чӑтаймасӑр. Ан ҫапӑр-ха тесе каласан чарӑннӑ лешсем. Тӑван чӗлхене аса илтернӗ пулать. Мӗнле илтнӗ ,ҫавӑн пек каласа патӑм кӑна. Суйма кирлӗ мар. Тата тепри унтан маларах пулнӑ,камит. Салтакран таврӑнсан калаҫмаҫ тет пачах чӑвашла. Килтисене ял-йыш умӗнче намӑс. Сӗтел хушшине ларсан "это что картофельный шаркох штоль" тесе калать хайхи. Тӗпеле кӗрсен турчка ҫине пусса янӑ хыҫҫӑн, аври ҫамкаран ҫапсан , чӑвашла ятлаҫса илчӗ тет,чӑвашла манни .Кайран чӑвашла кӑна. Ялта вӑл ялта.Тепрехинче теприсене яла тен ямалла,унта тен хӑвӑрт аса илтерӗҫ тӑван халӑх чӗлхине ? Тен пухусенче, кӗтессене турчкасем тӑратса хумалла ?
Вулакан // 5988.7.3722
2021.03.27 08:51
Туркай пуҫлӑх патне ҫырнинче логика ҫукки сисӗнет.Министрсем, депутатсем, район пуҫлӑхӗсем чӑвашла калаҫманшӑн культура министрӗ айӑплӑ пек пулса тухать. Кӑна тӗрӗс теме ҫук.Вӑл хӑй докладӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курманни вара,тата концерт ертӳҫисем икӗ чӗлхепе ӗҫлеменни,паллах,министра чыс тумасть.Малашне шута илӗ-ха.Туркая вара министр пукаӗ халӗ те канӑҫ памасть иккен.Ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗресшӗ мар пулас.Пукан пуҫран каймасть.
Валери ТУРКАЙ // 3740.26.8142
2021.03.27 12:50
вулакан:"Туркая вара министр пукаӗ халӗ те канӑҫ памасть иккен.Ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗресшӗ мар пулас.Пукан пуҫран каймасть".
Питӗ шеллетӗп эп сана "вввуллагган"!... Мӗн чухлӗ ытларах юхтаран эс наркӑмӑшна, вӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах сан.
Асту, наркӑмӑшун кӳллинче путса ан вил тата!.. Мӗнлерех пысӑк ҫухату палать ку сайтпа пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн!..
Шеллесе - Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑхӗн пӗртен-пӗр чӑн-чӑн Поэчӗ. 89278555480
Agabazar // 2891.73.6256
2021.03.27 22:11
Agabazar
«Вулакан» «юлташ»,
эс ху чăвашла калаçманшăн кам айăплă?

Санăн аçу, аннÿ, аппу, пиччÿ, асаннÿ, аслаçу чăвашла калаçмаççĕ.

Тата çанăн ывăлу, хĕрÿ, мăнуку чăвашла калаçмаççĕ. Уншăн кам айăплă?

Çавăн пекех сан кукку, инкÿ, хăту, тăхлачу, сопуттыльникÿ те чăвашла калаçмасть. Куншăн кама айăплас?

Иçмасса, хăвăн чи çывăх . юлташу та чавашла калаçмасть вĕт! Сана вăл юлашки кĕпине хывса пама хатĕр, анчах санпа чăвашла калаçмасть. Мĕн тăвас тен?

Ĕçе каян — лере каллех санăн пуçлăху, шефÿ, наставникÿ санпа чăвашла калаçасшăн мар. Кам айăплă?

Пульниццана пыран — каллех санпа чăвашла калаçмаççĕ. Айăпĕ камра?
Малай // 1103.11.6152
2021.03.28 20:47
Вилсен, Çюллē патшалāха кайсан Турри унпа чāвашла калаçат-ши? Мēнле шутлан, Агабазар? Чиркюре чāвашла кēлтāваççē, Христос чāвашла пēлмест вēт-ха, вāл еврей.
Пуп мар // 3000.76.3861
2021.03.29 19:52
Туркай! Каçса кайса мухтанни, мăнаçланни – чи хăрушă (вилĕмле) 7 çылăхран пĕри (Библие вула)
Валери ТУРКАЙ // 1593.67.7461
2021.03.30 12:27
Пуп мар текенскери (мӗн каласшӑн пулнӑ КУНПА аноним-паттӑр?..): Туркай! Каçса кайса мухтанни, мăнаçланни – чи хăрушă (вилĕмле) 7 çылăхран пĕри (Библие вула)
Арӑмна вӗрент сӑпайлӑ пулма, мана мар!
Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑх поэчӗ
Варык // 1726.84.3785
2021.03.30 14:06
ХресТус - чăваш.
Agabazar // 2518.44.4087
2021.03.31 22:57
Agabazar
Валери Туркая эсĕр ăна мораль вуласа парса хăртаймастăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем