Шел те, кӑшӑлвирусран вилекенсем юлашки кунра тата нумайланнӑ. Юлашки талӑкра каварлӑ вирус 8 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки 10 кунра статистикӑра кун пек хисепсем пулман. Уйӑх пуҫланнӑранпа вилекенсем 165-ӗн пулнӑ. Ку таранччен чире 1199 ҫын парӑнтарайман. Палӑртмалла: чирлекенсен 5,3 проценчӗ чире пула вилнӗ.
Паняхи кун тӗлне республикӑра 22662 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20682-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленӗ. 41 ҫын вара сывалнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 5500 доза.