Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш журналисчӗсем ӗҫлеме вӗреннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2021 20:17 | 1602 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енри журналистсем ӗҫлемешкӗн пӗр-пӗринчен тата урӑх регионсенчи сумлӑ ӗҫтешӗсенчен вӗреннӗ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисенчен министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ.

Ольга Салтыкова блогер тата персонала суйлас енӗпе ӑста редакци ертӳҫисене ӗҫченсене ӑнтӑлтарас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. «7k pictures «Studio 17 Agenc» телекомпанин тата видеопродакшн агентствин ертӳҫи Нил Слепухин хальхи вӑхӑтри медиа епле пулмаллипе паллаштарнӑ. Хусанти федераци университечӗн журналистика кафедрин доценчӗ Роман Баканов та хальхи вӑхӑтри журналистика ҫинченех каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш Енри хӑш-пӗр журналистран та вӗренме пулать. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Дмитрий Новак тата Канашри Артемий Мясников тиктокер МИХсене тӗнче тетелӗнче сармалли мелсем ҫинчен, телеграмм-канал, соцсетьсенчи аккаунтсене епле тытса пынипе паллаштарнӑ.

#вӗренӳ, #журналистсем, #МИХсем, #Информполитика министерстви, #Канаш, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Хусан, #семинарсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CNWtXmTgoef/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамӑр ял // 2177.70.9310
2021.04.09 20:41
Ютран килне сич юн сынсем чаваш журналистсене "верентме" хатланассе. Хаямата!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем