Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тӳре-шарапа депутатсем спектакль курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2021 19:37 | 1905 хут пӑхнӑ
Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ.

#тӳре-шара, #артистсем, #спектакльсем, #театрсем, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 3041.76.7374
2021.04.13 06:07
Тахҫанах ҫапла тумалла. Пӗрле тенӗ пулсан пӗрлех пулмалла. Кашнинчех, депутачӗсен вӑхӑчӗсем пулмасан та, ҫумӗсен пымалла. Лайӑх йӑла пуҫласа панӑ.
Унсӑр пуҫне ,тата шутлатӑп, Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирли пирки кашни спектакль умӗн сцена ҫинчен каламалла. Тен пӑрӗ тапранӗ,министрсен чунӗсем ҫемҫелӗҫ ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем