Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.04.2021 05:04 | 1351 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Чӑваш Енре ҫынсене хула ҫумӗнчи дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 107-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шемшер (Шупашкар районӗ)» тата 117-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Тутаркасси (Шупашкар районӗ)» маршрутсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршутсемпе 1-ер пӗчӗк автобус ҫӳрет, кунне вӑл иккӗ хутлать.

108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем (Сӗнтӗрвӑрри районӗ)» маршрут ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршрутпа 1 автобус ҫӳрет, кунне 4 рейс тӑвать.

193-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шоркка (Шупашкар районӗ)» маршрута ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл маршрутпа 15 рейс пӑхса хӑварнӑ.

249-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Явӑш (Хула масарӗ)», 2706-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – «Чӑваш Ен» санатори («Заволжъе» коллективлӑ пахчана ҫити) маршрутсем те пахчаҫӑсем валли уҫӑлнӑ.

#транспорт, #ҫул-йӗр, #Транспорт министерстви, #Шупашкар районӗ, #Шемшер, #Тутаркасси, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Кукашни, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Явӑш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем