Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Тӑвай районӗнчи шӑматкунлӑха хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Сӑнӳкерчӗксенче Сергей Геннадьевич ҫырмана тасатни, вӑл ял ҫыннисемпе калаҫни, вӗсемпе пӗрле апатланни сӑнланнӑ.
Ял хуҫалӑх министрӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, тасалӑх хуҫалантӑр тесен вараламалла мар. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчен Надежда Петровна ятлӑ хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл ял вӗҫӗнчи ҫырма йӑлари хытӑ каяшпа тулнине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур, анчах вӗсем пушӑ иккен, мӗншӗн тесен ял ҫыннисем йӑлари хытӑ каяша ӗлӗкхиллех ҫырмана йӑтаҫҫӗ-мӗн.
Министр тӳсейменнипе вырӑна тухса кайнӑ, ял ҫыннисемпе шӑматкунлӑха хутшӑннӑ.