Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук.
Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн.