Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Мехикора метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.05.2021 14:09 | 1486 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
© Hector Vivas/Getty Images
© Hector Vivas/Getty Images

Мексикӑн тӗп хулинче паян пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ. Инкеке пула 23 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 65 ҫын пульницӑсене лекнӗ.

Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ. Пуйӑсӑн икӗ вакунӗ 10 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. Йӑтӑнса аннӑ кӗпер айне темиҫе машина та лекнӗ — вӗсем вӑл вӑхӑтра ун айӗн пынӑ пулнӑ.

МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӗпер ҫинче маларах ҫурӑксем палӑрнӑ — вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн метро линине тӗппипех тӗрӗслесе тухӗҫ. Сӑмах май, ҫак линине, 12-мӗш номерлине, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута янӑ. 2014 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑха хупнӑ пулнӑ — ун чухне метрокӗпере тунӑ чухне йӑнӑшсем пулни ҫиеле тухнӑ. Юсавсем ирттернӗ хыҫҫӑн метрокӗпере хута янӑ пулнӑ.

#метро, #Мехико, #тӗнчере, #пӑтӑрмахсем, #Мексика, #кӗперсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/4800811
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 2140.6.2287
2021.05.04 14:53
Ун-та вӑрҫӑ манерлӗ криминалсем. Чуть ли не танксемпе, гранатомётсемпе. Опасный вырӑн латин. Мексика

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем