Чӑвашстат кӑтартӑвӗпе килешӳллӗн кӑҫал кӑрлач-ака уйӑхӗсем хушшинче ҫурт-йӗр купалакансем республикӑна 82,1 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑнпа е тӗпер майлӑ 1 103 хваттерпе тивӗҫтернӗ. Пӗлтерхи кӑтартусемпе танлаштарсан ку 9,1% процент пысӑкрах.
Ку шута ҫӗнӗрен тунӑ хваттерсемсӗр пуҫне реконструкциленисенете кӗртнӗ. Тӑватӑ уйӑх хушшинче 1 961 тв. метр пурӑнмалли вырӑна реконструкциленӗ, 34 429 тӑваткал метр ҫӗнӗ ҫурт-йӗр лартнӑ. Ҫав хушӑрах пысӑк пайне уйрӑм усламҫӑсем туни паллӑ — 45 678 тв. метр. Чӑвашстатра палӑртнӑ тӑрӑх хваттерсен мӗн пур купаланӑ, реконструкциленӗ ҫур йышӗпе (38 172 тв. метр) тенӗ пек ял халӑхӗ хуҫаланӗ.