Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Соснячок» ача-пӑча уйлӑхне юсаса ҫӗнетесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.05.2021 21:33 | 1230 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ҫӗмӗрле районӗнче «Соснячок» ача-пӑча уйлӑхне юсаса ҫӗнетесшӗн. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев тата республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ.

Валерий Шигашев 40 ҫул каялла ҫав уйлӑхра каннине аса илсе Инстаграмри уйрӑм постра сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.

Алла Салаева пӗлтерне тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 500-е яхӑн ача каннӑ. Ача-пӑча уйлӑхӗ хырлӑхра вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах пӗве пур тата икӗ ҫӑл тапса тӑрать.

Халӗ вырӑнтисем (ҫав шутра — маларах асӑннӑ Валерий Шигашев тата депутатсем) ача-пӑча уйлӑхне хальхи евӗр юсаса ҫӗнетсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Республика шайӗнчи тӳре-шара шухӑша ырласа йышӑннӑ. Проекта ҫитес ҫулхи ҫуркунне валли хатӗрлесе ҫитерӗҫ.

#Ҫӗмӗрле, #Ҫӗмӗрле районӗ, #ача уйлӑхӗсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1340.64.7924
2021.05.06 07:43
Agabazar
Нимле уй та çук унта. Вăрман варринче вырнаçнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем