Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Машинӑна чӑвашла куҫарма пӗтӗм тӗнчипех вӗрентӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.05.2021 12:26 | 2113 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кӑҫал иртекен машина куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери конференцине чӑваш чӗлхи те хутшӑнӗ. Вӑл Пунта Канӑра (Доминикан Республики) чӳк уйӑхӗнче иртӗ. Конференцине хутшӑнас текенсен утӑ уйӑхӗн 15-мӗшччен хӑйсен моделӗсене ярса памалла (утӑн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ).

WMT (Машшин куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери семинарӗ) — машшин куҫарӑвне аталантарас енӗпе иртекен чи паллӑ пӗтӗм тӗнчери конференци. Ӑна XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнченех ирттереҫҫӗ. Кунта пӗтӗм тӗнчери чи вӑйлӑ ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ — университетсенчен, Google, Microsift, Facebook йышши пысӑк компанисенчен. Кӑҫалхи конференцине Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те хутшӑнать. Лаборатори ертӳҫи Николай Плотников каласа панӑ тӑрӑх, конференцие хутшӑннӑ май вӗсем хӑйсен корпусӗсемпе, сӑмахсарӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.

«Ҫак конференцие хутшӑннӑ май эпир тӗнчери ӑсчахсем чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑкланасса, чӑвашла машшин куҫарӑвӑн пахалӑхӗ ӳсессе шанатпӑр. Ҫавӑн пекех ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи пысӑк машшин куҫаруҫисене те, сӑмахран, Google-ӑнне, Promt-ӑнна, хушӑнӗҫ тесе шутлатпӑр. Малашне ку куҫарупа ҫыхӑннӑ ытти хатӗрсемшӗн те усӑллӑ пулӗ: сасӑпа пулӑшакансене, шырав системисене, сӗнӳ тытӑмӗсене тата ыттисене те. Унсӑр пуҫне конференцире хутшӑнни республика ҫинчен тӗнчене пӗлтерме май парӗ, чӑвашсем пирки, вӗсен чӗлхипе культури ҫинчен тӗнчере ытларах пӗлме пуҫлӗҫ», — пӗлтернӗ Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн хастар хутшӑнаканӗ Александр Антонов.

Конференцине хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем даннӑйсене ятарлӑ страницӑран илме пултараҫҫӗ.

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #Доминикан Республики

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем