Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗше пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестици платформи пирки каланӑ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, унтан ун патне «сайт менеджерӗ» шӑнкӑравланӑ та ку ӗҫпе пулӑшма шантарнӑ.
Ҫав хӗрарӑм каласа пынипе вӑл темиҫе кунра тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Тепӗр эрнерен хайхискер пӑшӑрханса ӳкнӗ те сайтран укҫине кӑларма шутланӑ. Анчах ку ӗҫе вӑл пурнӑҫлайман. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ.