Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ иртнӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ҫакна сӳтсе явнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма палӑртнӑ икӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнӑ. Сӑмах май, унта 1027 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен кашниех вирус пуррипе ҫуккине палӑртакан анализ панӑ. Икӗ ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ. Телее, вӗсене вӑхӑтра изоляци тунӑ. Халӗ вӗсем сипленеҫҫӗ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех министр ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче пульницӑсем яланхи пекех ӗҫленине палӑртнӑ.