Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.