Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Тӗнче тетелӗ: Tiktok-ри видео чӑвашсем тӑрӑх хӑвӑрт сарӑла пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2021 22:17 | 1700 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ.

Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ.

«Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор.

Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторнех ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса пачӗ. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем!» тесе кӗскен ӑнлантарнинче, @prosto.maria00 ял пурнӑҫӗ пирки савӑнӑҫлӑ кӗске видеосем чылай вырнаҫтарать. Ун каналне ҫырӑннисен йышӗ — 5 пин ытла.

@prosto.maria00

##voiceeffects ##21регион ##деревня ##чувашскиеприколы ##чувашскийтикток ##чувашская ##чебоксары

♬ оригинальный звук - Машуля

#тӗнче тетелӗ, #кӑсӑклӑ, #видеосем, #апат-ҫимӗҫ, #тикток

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 1805.53.4372
2021.05.17 20:20
Икӗ ҫулпа харӑс чуптарать, йӑл йӑл култарать. Мӗн вӑл? - Кулӑш
Кукӑр ҫулпа чуптарать? - Суя

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем