Тӗрлӗ вӑрҫӑ-харшӑсенче пуҫ хунӑ паттӑр салтаксене сума суни пирӗн ҫутӑ тӗллев пулмалла. Ҫакна пула ӗнтӗ Шупашкар администрацийӗ «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити ҫителӗксӗр тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та малашлӑхра мемориаллӑ комплексне хута яма планланӑ.
Ҫӗнӗ палӑк ӑҫта вырнаҫасси те паянхи куна паллӑ имӗш. Шупашкар администрацийӗ ӗҫ пухӑвӗнче пулас комплекс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ҫӗнӗ мемориал комплексне Чеченри вӑрҫӑ-харкашура пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ мрамор плити вырӑнне — ӑна 1996 ҫулта хута янӑ — тума палӑртнӑ. Асӑну хӑминче пуҫ хунӑ салтаксен списокне ҫырма планланӑ.
Комплекс эскизӗ паянхи куна паллӑ мар-ха. Палӑк мӗнлерех пулассине эскизен ӑмӑртӑвӗ иртсен, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Асӑннӑ паха ӗҫ валли укҫана-тенке хысна шучӗпе мар пухӗҫ.