Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Василий Кервен поэт чунне хальхи вӑхӑтри поэзи ыраттарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.05.2021 05:58 | 1440 хут пӑхнӑ
Культура
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ.

Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан».

Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ:

— Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри.

— Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен.

#кӗнеке издательстви, #ҫыравҫӑсем, #МИХсем, #культура, #поэзи, #сӑвӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8499.8.2379
2021.05.24 18:03
Agabazar
Юррăн ăнăçлăхĕ 90% унăн сăввинчен килет. 10% — кĕвĕрен.
Купас Иване // 5699.9.0530
2021.05.28 07:34
Терес калать Кервен : поэчесем нумай , чуна хумхантаракан савасем сукпа перех. Уксу пулсан халь 10-15 кенеке те каларма пулать . анчах кам вуле весене ? Чан-чан талантсем аста сурессе-ши ? Елек университетран сава сыракансем кетевепех тухатчес . Чылайаше ятла-сумла поэтсем пулса тачес . Хале мен пулче чаваш ачисене ? " Сава хырама тарантармасть " тесе шутлассе-ши ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем