Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: 21 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Newsru.com МИХ хупӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.05.2021 11:33 | 1435 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ
Newsru.com МИХ-ӑн пушӑ офисӗ. Newsru.com-ран илнӗ сӑн
Newsru.com МИХ-ӑн пушӑ офисӗ. Newsru.com-ран илнӗ сӑн

Раҫҫей интернет-кӑларӑмӗ Newsru.com «ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗнчен» йӗркеленнӗ «экономика сӑлтавӗсене» пула хупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Сайт 21 ҫул ӗҫлерӗ. Юлашки уйӑхра сайта 3 млн ҫын кӗнӗ.

«Эпир экономика сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахатпӑр, анчах вӗсем шӑпах пирӗн патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ. Эпир тивӗҫтерекен кулленхи картина патшалӑх ресурсӗ ҫинче ӗҫлекенсен ӳкерчӗкӗнчен ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑма пуҫларӗ, ҫавна пулах 2014 ҫул хыҫҫӑнхи пулӑмсем хыҫҫӑн рекламӑпа тивӗҫтерекен пысӑк компанисем пирӗнпе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, ыттисем вара кӑҫал уйрӑмах шикленме пуҫларӗҫ», — тенӗ сайтри пӗлтерӳре.

Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑтӑшах мӗн те пулин чаракан саккунсем йышӑнни ҫинчен ҫырма тиврӗ, вӗсем вара кирек хӑш кун та пире хамӑрах пырса тивме пултараҫҫӗ». «Ытларах та ытларах хисеплӗ ҫынсемпе тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗсене ют ҫӗршыв агенчӗ е экстремист тесе палӑрма тиврӗ. Экономикӑра тата право анлӑшӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑру Newsru.com кӑларӑмӑн пахалӑхлӑ ӗҫне туса пыма май ҫук пуса тӑчӗ… Паянхи кун ку пирӗншӗн юлашки хыпар. Хамӑр питӗ хӑйне евӗр те шанчӑклӑ аудиторипе эпир тунсӑхлӑн сывпуллашатпӑр», — тесе палӑртать кӑларӑм.

Newsru.com сайта 2000 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче никӗсленӗ. Чи малтанах вӑл НТВ телеканалӑн сайчӗ пулнӑ. Анчах та юридици тӗлӗшӗнчен вӑл телекомпанин пайӗ шутланман, ҫавӑнпа та 2001 ҫулта НТВ «Газпром медиа» шутне кӗрсен, портал Владимир Гусинский витӗмӗнчех юлнӑ. 2002 ҫулта домен ятне newsru.com ҫине ылмаштарнӑ. Ҫакна та палӑртса хӑварар: ресурс хуҫин шухӑшне шута илсе Донбасри хирӗҫӳ пирки пӗр енлӗн, Украина майлӑ ҫеҫ, ҫутатнӑран 2017 ҫулта кӑларӑмӑн украинла версийӗ хупӑннӑччӗ.

#Раҫҫейре, #НТВ, #политика, #МИХсем, #тӗнче тетелӗ, #сайтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем