Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл пӗвере выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнче пулнӑ. Унта Ботаника сачӗ вырнаҫнӑ. Садри пӗвере ҫамрӑк арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен.