Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнче 79 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл хавшакрах пулнӑ, питӗ япӑх илтнӗ, лайӑх курман, ҫухалса кайма пултарнӑ.
«Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна талӑкран шырама тытӑннӑ. Вӗсем вӑрмансенче, уй-хирте, пӗвесемпе юханшыв хӗрринче шыранӑ. Ватӑскере ҫӑлма ӗлкӗреймесен те пултарнӑ-ҫке-ха, унӑн сывлӑхӗ япӑх пулнӑ.
Ҫӗрле те шырав ӗҫӗ чарӑнман. Ҫур ҫӗр иртсен такамӑн сассине илтнӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ урӑх ҫын пулнӑ. Ӑна хӗрӗ патне леҫнӗ те каллех шырама пуҫланӑ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, ҫӑварӗ типнӗ. Анчах чи кирли – вӑл чӗрӗ пулни.