Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Никифор Мранькка ячӗпе — асӑну хӑми

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.06.2021 05:03 | 1719 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Никифор Мранькка ҫуралнӑ ялта, Куславкка районӗнчи Пилешкассинче, паллӑ та сумлӑ ентешӗмӗре хисеп туса асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑваш литераторӗсем, район адмиистрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, пӗр ял ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Паллӑ пулӑма ҫыравҫӑн тӑванӗсем: Никифор Мраньккан ывӑлӗ Альберт Никифорович, писателӗн Наталья Альбертовна мӑшӑрӗпе — хутшӑннӑ.

«Куславккасем, эсир — маттур! Пурне те тав!!!!» — тесе палӑртнӑ Лидия Филиппова Фейсбукра.

2018 ҫулта Никифор Мраньккан Куславккари палӑкне ҫӗнетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пулас драматург тата прозаик пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускаври киносценаристсен курсӗнче вӗреннӗ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫат редакторӗнче.

#, #Пилешкасси, #астӑвӑм, #Куславкка районӗ, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1787.62.9661
2021.06.15 13:55
Agabazar
Вырăсла асăну хăми лартнипе мĕн мухтанмалли пур?

Мораньков тенĕ-ха тата... Анчах та чăннипе Мранькка.
Илле Иванов // 1097.43.7510
2021.06.16 08:40
Çак сумлă пулмалли хăмана вырăсла çеç çырса вырнаçтарни Мранькка çине сурса хунипе тан. Куславккасем те маттур мар, çыравçăсен пĕрлĕхĕ те. Пурне те намăс, намăс мĕнне ăнланакан юлнă пулсан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем