Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса чечек хурӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.06.2021 06:19 | 1866 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.

#астӑвӑм, #поэтсем, #палӑксем, #Шупашкар, #Канаш районӗ, #Касаккасси Шӗкӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1787.62.9661
2021.06.15 13:53
Agabazar
Кузьмин мар. Хушаматне улăштарнă. Псевдоним çеç тееймĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем