Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Красноярск крайӗнче упа туристсене тапӑннӑ: 16 ҫулхи ҫамрӑк вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.06.2021 17:26 | 1352 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

«Ергаки» наци паркӗнче упа туристсен ушкӑнӗ ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк ача вилнӗ, тепри аманнӑ. Кун пирки журналистсене вырӑнти ИӖМ-ӗн тӗп комитетӗнче пӗлтернӗ.

«13 ҫынтан тӑракан туристсен ушкӑнне упа тапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын шар курнӑ, вӗсенчен пӗри, 16 ҫулти ҫамрӑк ача, вилнӗ», — каласа панӑ ведомствӑра.

ИӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра туристсене маршрутран кӑлараҫҫӗ. Красноярск крайӗпе Хакассин Тӗпчев комитечӗн управленийӗ чӗрчун ҫынсем ҫине мӗн сӑлтавпа тапӑннине тӗпчеме пуҫланӑ. Вырӑна следствипе операци ушкӑнӗ тухса кайнӑ.

Каярахпа «Ергаки» ҫутҫанталӑк паркӗн ӗҫченӗсем чӗрчуна персе вӗлерни пирки пӗлтернӗ.

«Чӗрчун чӑн та асӑрханусӑр ҫӳренӗ, хаярскер пулнӑ — госинспекторсене хӑвалама тытӑннӑ, вӗсенчен пӗри ҫине тапӑнма хӑтланнӑ. Нумай сехет хушши йӗрленӗ хыҫҫӑн ҫынҫиен упана паркри ӗҫченсем персе пӑрахнӑ», — ҫапларах пӗлтернӗ.

Парк директорӗн Игорь Грязинӑн шучӗпе, кунашкал упа килсе тухни сивӗ ҫанталӑкпа тата тарӑн юрпа ҫыхӑннӑ — вӗсене пула чӗрчунсем ҫителӗклӗ тӑранаймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне коммерциллӗ палатка лагерӗн ҫыннисем официаллӑ туризм маршрутӗнчен пӑрӑнса аякри ҫулпа кайма шут тытнӑ.

Ытларикун Красноярск крайӗн экологи министерствин сунарлӑх надзорӗн пай начальникӗ Николай Мальцев журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ергакра» упасем ҫынсене тапӑнни пилӗк ҫул хушши пулман. «Упасем мӗнле те пулин хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пӗрре те палӑрман», — тенӗ Мальцев, пӑтӑрмах сиксе тухиччен ҫутҫанталӑк паркӗн дирекцине те, сунар надзорӗн пайне те лару-тӑру япӑхланни пирки унччен пӗлтерменни ҫинчен палӑртнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, упасен йышне тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Малашне чӗрчунсене тимлӗрех сӑнӗҫ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, упа ним енчен те уйрӑлса тӑман, виҫӗ-тӑватӑ ҫулхи аҫа пулнӑ. Хаярланса кайнин сӑлтавӗ, тен, чӗрчун хӑйӗн территорине е апатне хӳтӗлеме хӑтланнипе ҫыхӑннӑ.

Парк дирекцийӗ туристсене ятарласа хатӗрленӗ экосукмаксемпе тата маршрутпа кӑна ҫӳреме, ҫавӑн пекех мӗнпур курнӑ упасем ҫинчен пӗлтерме ыйтнӑ.

«Ергаки» парк Красноярск крайӗн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 342 пин гектар лаптӑк йышӑнать.

#упасем, #чӗрчунсем, #Красноярск крайӗ, #пӑтӑрмахсем, #Раҫҫейре, #туристсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/proisshestviya/11712267
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем