Синоптиксем йӑнӑшкаланине кура ҫакӑн пек шӳтлени аса килчӗ те, анчах тӗрӗссипе аплах мар-ха. Ҫанталӑк шӑматкунтан ӑшӑтасси пирки иккӗленменпе пӗрех. Ыранпа виҫмине вара Чӑваш Енре сулхӑн ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр та ҫукалӗ. Шӑматкуна ӑшӑтса ярӗ. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫутҫанталӑк» проект ертӳҫи Владимир Михайлов Regnum [sghkfd агентствине пӗлтернӗ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Вӑл вӑхӑтра кӑнтӑрла сывлӑш температури 22 градуспа танлашӗ. Шӑматкунпа вырсарникун ҫанталӑк ҫуллахи пек ӑшӑтса ярӗ. Кӑнтӑрла +27– +29 градуса ҫитмелле-мӗн. Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
Ҫӑвӑн 27-мӗшӗпе ҫӗртмен 6-мӗшӗсенче синоптиксем кӑнтӑрла уяр ҫанталӑк тӑрасса шанаҫҫӗ, каҫхине вара кӑштах ҫумӑр ҫумалла. Вӑл вӑхӑтра +25...+30 градус, каҫхине +14...+19 градус ӑшӑ пулӗ.